Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сӑмахсене кӗскетсе ҫырасси (ОП)

Чӑваш чӗлхи орфографиӗн тӗп правилисен пайӗ.

79§. Сӑмаха хупӑ сас паллипе пӗтерсе кӗскетмелле; ур. к. — урӑхла каласан; т. ыт. те — тата ытти те; с. — страница; ват. сӑм. — ваттисеи сӑмахӗ.
80§. Юнашар икӗ пӗр пек хупӑ сас палли пулсан вӗсенчен пӗрне ҫеҫ хӑвармалла: пӗр. х. — пӗрреллӗ хисеп; ҫек. — ҫеккунт; грам. йӑн. — грамматика йӑнӑшӗ.
81§. Юнашар тӑракан хупӑ сас паллисем пӗрешкел мар чухне юлашкине сыхласа хӑвармалла: танл. — танлаштарӑр; подл. — подлежащи; ск. — сказуемӑй; опр. — определени; гл. — глагол.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-19 00:23:25 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3859 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем